System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Новости: Чăваш чĕлхи эрни / МБОУ «Айбечская СОШ» Ибресинского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

МБОУ "Айбечская СОШ" Ибресинского района Чувашской Республики

Официальный сайт

директор школы
Никитина Галина Николаевна
Сведения об образовательной организации
Анкета
Безопасность школы
ГТО
Десятилетие детства
Дистанционное обучение
Здоровое питание
история школы
Капитальный ремонт школы
Международный день родных языков
НЕТ - курению
Обеспечение горячим питанием учащихся 1-4 классов
Парта героя
Пожарная безопасность
Политика обработки персональных данных
Прием в первый класс
Программа развития школы
Противодействие коррупции
Профилактика гриппа и вирусных заболеваний
Публичный отчет директора школы
Сайты учителей
Сведения о вакансиях
Специальная оценка условий труда
Школьные олимпиады
Школьный спортивный клуб "АЙБЕВУД"
Электронные образовательные ресурсы
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Чăваш чĕлхи эрни
Дата: 26.04.2021
Фото
Автор: Школьникова Л.П.

Чăваш чĕлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 173 çул, И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 19-25-мĕшсенче Эйпеçри пĕтĕмĕшле вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ: 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем «Иван Яковлев çамрăксен чĕринче» фильм пăхрĕç, 5-7-мĕш классем хушшинче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсĕ, 6-7-мĕшсем класра вĕренекенсем хушшинче «Чăваш поэчĕсен сăввисене чи илемлĕ сăвă вулакан», 8-мĕшсем хушшинче «И.Я.Яковлев чăваш халахне» халала илемлĕ вулакансен», чăваш чĕлхи çинчен хатĕрленĕ видеороликсен конкурсĕ пулчĕ.

  И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсне йĕркелерĕ. Çамрăк çыравçăсен ăмăртăвне ирттерме Чăваш Ресубликин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш наци библиотеки хутшăнчĕç.

  Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутарстан Республикисен тата Чĕмпĕр облаçĕн шкул ачисемпе çамрăксенчен çĕр ытла хайлав килнĕ. Жюри конкурса килнĕ хайлавсене тимлĕ вуласа тухнă хыççăн пултаруллă шкул ачисемпе студентсене тупрĕ, çĕнĕ ятсем уçрĕ,  çĕнтерÿçĕпе призёрсене палăртрĕ.

  «Çĕнĕ хум» конкурса Йĕпреç районĕнчен Çăкалăх, Пысăк Упакасси, Пучинке, Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсем астар хутшанчĕç. Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан 9-мĕш класра вĕренекен Анжела Ильинапа Анжела Филиппова хутшăнчĕç (вĕрентекенĕ Л.П.Школьникова).  Литература конкурсĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Ильинапа Филиппова иккĕшĕ те призёрсен шутне кĕчĕç. ФилипповаА. «Илемлĕ калав», Ильина А. «Иван Яковлев патне çыру çыратăп» номинацисенче палăрчĕç.

  2021 çулхи ака уйăхĕн 15-25-мĕш çулсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Эпĕ чавашла калаçатăп» акци ирттерчĕ. Акци тĕллевĕ: чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси, халăх хушшинче сарасси.

  Акцие Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах вĕсем хушшинче Денисов Б., Матвеева Е., Михайлова О., Артемьев А.(5-мĕш класра вĕренекенсем), 4-мĕш класра вĕренекен Анисимов К., 3-мĕш класри Казаков М. палăрчĕç.

   Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 19-25-мĕшсенче Эйпеçри пĕтĕмĕшле вăтам шкулти 1-7-мĕш классенче вĕренекенсем эрнипех Иван Яковлевич калавĕсемпе паллашса вĕсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. «И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх тунă  ÿкерчĕксен» конкурсне уйрăмах 5-7-мĕш классем хутшăнчĕç, выставкăна илемлĕ ÿкерчĕксем тăратрĕç. Сумлă жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртма питĕ йывăр пулчĕ. Пурте пĕр саслă пулса I вырăна 7-мĕш класри Пыркина К. Иван Яковлев «Чакак» калавĕ тăрăх тунă ÿкерчĕкне палăртрĕç. Максимова Е. (6 кл.), Ершов Ю. (5 кл.) II вырăна вара йышăнчĕç, III вырăна – Филиппова Е. (6 кл.), Лукина К. (7 кл.), Питимирова Э. (7 кл.).

  6-7-мĕшсем класра вĕренекенсем хушшинче иртнĕ «Чăваш поэчĕсен сăввисене чи илемлĕ сăвă вулакан» конкурсра I вырăна 5-мĕш класри Матвеева Е., II  Денисов Б. (5 класс), III  Михайлова О. (5 класс), Селехметьева С. (6 класс) йышăнчĕç.

  Халĕ Эйпеçсем ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртекен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021» акцие хатĕрленеççĕ.

 

ГОТОВ К ТРУДУ И ОБОРОНЕ
О языках образования
ГИА-2020
Дорожная безопасность
Чувашская Республиканская профсоюзная организация работников народного образования и науки
Навигатор дополнительного образования Чувашской Республики
РЕСПУБЛИКАНСКИЙ ДЕТСКИЙ ПАРЛАМЕНТ
Портал персональные данные дети
Школьный этап Всероссийской олимпиады
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ
Здоровое питание
Прием в первый класс
Десятилетие детства в России
Парта героя
Новости
Объявления
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList