Тӑван ен культурипе историне юратакансен Пӗтӗм Раҫҫейри регионсен шайӗнчи олимпиадин призерӗ
Дата: 20.02.2021 Фото  Автор: Школьникова Л.П. Нарӑс уйӑхӗн 19 - мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтĕнче Тӑван ен культурипе историне юратакансем Пӗтӗм Раҫҫейри регионсен шайӗнчи олимпиадине хуласемпе районсенчен 44 вӗренекен хутшăнчӗ. Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Ильина Анжела лайăх результат кӑтартрӗ. Вӑл призёр пулса тӑчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ пулма кӑшт кӑна вӑй ҫитеймен Анжелӑн. Саламлатпӑр тӑрӑшуллӑ хӗр ачана. Малалла та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр. |